«Хусанкай вулавĕсем – 2022» фестивалĕн çĕнтерÿçисемпе призёрĕсене саламлатпăр.

«Хусанкай вулавĕсем – 2022» фестивалĕн çĕнтерÿçисемпе призёрĕсене саламлатпăр.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе 2022 çулхи кăрлачăн 12 – 24-мĕшĕсенче П. Хусанкай поэт çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа вĕрентекенсемпе вĕренекенсен пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем – 2022» регион фестивалĕ иртрĕ.
Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен пĕтĕмпе 257 ачапа 43 учительпе культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхне Петĕр Хусанкайăн сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуласа ÿкернĕ видеороликсем хатĕрлесе кăтартрĕç.
Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем те хастар хутшӑнчӗҫ. Вӗренекенсем хушшинче Гаврилов Альберт, (5м класс, ертӳҫӗ Гаврилова Р. А. ) - ҫӗнтерӳҫӗ, Иванова Анна, (8б класс, ертӳҫӗ Степанов А. М. ) призёр ята тивӗҫрӗҫ. Вӗрентекенсем хушшинче Гаврилова Р. А., Степанов А. М. - призёрсем пулса тӑчӗҫ.