Обучающиеся 10 - го класса столичной школы 40 побывали в Чувашском драматическом театре им. К.В Иванова в рамках проекта "Пушкинская карта"

Обучающиеся 10 - го класса столичной школы 40 побывали в Чувашском драматическом театре им. К.В Иванова в рамках проекта "Пушкинская карта"

Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗнче Пушкин карттипе театрсене тухса ҫӳресси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 10-мӗш класра вӗренекенсем те ку карттӑпа усӑ курса К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пулчӗҫ. Вӗсем Михаил Сунтал пьеси тӑрӑх лартнӑ "Эп сӳннӗ чух - эс ҫун" спектакле пӑхрӗҫ. Вӗренекенсем чӑваш ялӗнчен тухнӑ Никита Бичуринӑн, Иакинф ята илнӗ вырӑс православи чиркӗвӗн архимандричӗн, пурнӑҫӗпе паллашрӗҫ. Пӗрремӗш туйӑмсем, пӗрремӗш ҫухату ҫамрӑк ҫынна манах пулма хистенӗ. Ҫапах та вӑл йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр хӑйӗн пурнӑҫне ӑслӑлӑх ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ, тӗнче шайӗнчи ӑсчах китаевед пулса тӑнӑ. Ачасем паллӑ ентешӗн пултарулӑхӗнчен, тӑрӑшулӑхӗнчен тӗлӗнчӗҫ. Илемлӗ декораци, кӗвӗ-ҫемӗ, артистсем ӗненмелле выляни пурне те тыткӑнларӗҫ.

Фотогалерея