Чӑваш чӗлхине халалланӑ кунсем малалла тӑсӑлаҫҫӗ

Чӑваш чӗлхине халалланӑ кунсем малалла тӑсӑлаҫҫӗ

Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗнче "Чӑваш ачи" ӑмӑрту иртрӗ. Ӑна йӗркелекенӗсем чӑваш чӗлхине вӗренекенсен шкулти методика пӗрлешӗвӗпе Шупашкар хулин "Мониторингпа вӗренӳ аталанӑвӗн центрӗ". Хулан 10 шкулӗнче 5-6-мӗш классенче вӗренекенсем тӗрлӗ ӗҫ турӗҫ: хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, И. Я. Яковлев пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ викторина ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ, ал ӗҫ тунипе савӑнтарчӗҫ (арҫын ачасем пӑта ҫапрӗҫ, хӗр ачасем тӳме лартрӗҫ), панӑ темӑпа хатӗрленмесӗр тухса калаҫрӗҫ, тӗрлӗ хусканупа мимика урлӑ сӑмахсен пӗлерӗшӗсене ӑнтантарма тӑрӑшрӗҫ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.
Пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ:
1.Алексей Дмитриев (35-мӗш шкул) - "Ӑҫта ача"
2.Гаврилов Максим (47-мӗш шкул) - "Тавҫӑруллӑ ача"
3.Егоров Дмитрий (36-мӗш шкул) - "Чи маттур ача"
4.Никитин Павел (38-мӗш шкул) - "Савӑнӑҫлӑ ача"
5.Николаева Софья (7-мӗш шкул) - "Илӗртӳллӗ ача"
6.Петрова Анастасия (1-мӗш гимнази) - "Пултаруллӑ ача"
7.Сисьмеков Алексей (33-мӗш шкул) -" Сӑвайлӑ ача"
8.Сорокин Сергей (41-мӗш шкул) - "Уҫӑ кӑмӑллӑ ача"
9.Тихонова Эмилия (44-мӗш лицей) -" Тавҫӑруллӑ ача"
10. ГАВРИЛОВ АЛЬБЕРТ (40-МӖШ ШКУЛ) -" ҪӖНТЕРӲҪӖ АЧА".
Пурне те саламлатпӑр.


Фотогалерея