Ака уйăхĕн 18-мӗшӗнче Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗнче Музей кунӗ иртрӗ

Ака уйăхĕн 18-мӗшӗнче Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗнче Музей кунӗ иртрӗ

Эпир ӑна Чӑваш чӗлхи кунне халалларӑмӑр. Наци музейĕ пирӗн шкул ачисем валли ҫав тери кӑсӑклӑ мероприятисем хатӗрлерӗ. 9-11-мӗш классенче вӗренекенсем акт залне пуҫтарӑнчӗҫ. Унта вӗсене Ҫеҫпӗл музейӗн ӗҫченӗ Антонина Андреева Ҫеҫпӗл Мишши поэтӑн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ, пултарулӑхӗн хӑй евӗрлӗхне ҫутатрӗ.
8-мӗш классенче вӗренекенсем вара наци тумӗн вӑрттӑнлӑхӗсене уҫма тӑрӑшрӗҫ. Ку ӗҫе тума Алина Иванова наци музейӗн ӗҫченӗ пулӑшрӗ.
Кун ҫав тери паха та тухӑҫлӑ иртрӗ асӑннӑ кун.
Продолжается декада чувашского языка и литературы в школе 40 г. Чебоксары. 18 апреля мы посвятили Чувашскому национальному музею. Учащиеся 9-11 классов приняли участие в интерактивной лекции "Подснежник среди бури" по творчеству Михаила Сеспеля, учащиеся 8-х классов постигали тайны чувашского национального костюма.
 "Занятия прошли в рамках проекта Пушкинская карта"

Фотогалерея