Чӑваш чӗлхи эрнинче Шупашкарти 40-мӗш шкул ачисем тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе
курчӗҫ, тӗрлӗ мероприятие хутшӑнчӗҫ. Туслӑх ҫурчӗ йӗркеленӗ "Йӗтӗн пурне
те тумлантарать" интерактивлӑ программа ачасене уйрӑмах килӗшрӗ. 7-мӗш
класра вӗренекенсем пӗчӗк йӗтӗн вӑрринчен илемлӗ чечек шӑтса тухса епле
майпа унран каярах кӗпе ҫӗлесе тӑхӑнма пултарнине тӗплӗн пӗлчӗҫ. Ҫак
тапхӑрта чӑвашсем усӑ курнӑ ӗҫ хатӗрӗсемпе паллашрӗҫ, хӑйсем те вӗсемпе
ӗҫлесе курчӗҫ. Ӗлӗк мӑн асаттесем пур ӗҫе те юрласа тунӑ. Ачасем тӗрлӗ
ӗҫ юррисене итлеме пултарчӗҫ. Ҫак программа халӑхӑмӑрӑн пурнӑҫӗпе
туллин паллашма май парать, тавра курӑма аталантарать.
Обучающиеся
средней школы N40 г.Чебоксары в рамках декады чувашского языка стали
участниками занятия "Лён одевает всех". В ходе занятия ребята узнали о
том, как из маленького семечка льна вырастает растение с красивыми
цветочками, а потом из него делают ткань и шьют рубахи. Дети увидели
приспособления для обработки льна, прялку, ткацкий станок и готовые
красивые чувашские наряды. Занятие было очень интересным и
познавательным.
#сош40гЧебоксары